Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Калӑм эрни — каялла, мӑнкун эрни — малалла

Ӗлӗк-авал чӑвашсем Ҫӗнӗ ҫула ҫурхи хӗвел ҫӳле хӑпарса ҫитсен уявланӑ. Ҫӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш кунне Мӑнкун тенӗ. Вӑл хӗвеле хисеплессипе ҫыхӑннӑ. Ҫав кунхине ирхине мӗн пур ача ял хӗррине Ҫӗнӗ ҫул хӗвелне кӗтсе илме пухӑннӑ. Ватӑ ҫын та йышлӑ пулнӑ. Ҫак вӑхӑтра ачасене тырӑпа тата хӑмлапа сапнӑ, пӗчӗкскерсем сывӑ та ӑслӑ ҫитӗнччӗр тӗнӗ. Шӑпӑрлансем ҫулталӑкӗпех чирлемесӗр пурӑнас тесе ҫӗр ҫинче йӑваланнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗтӗр-шакӑр яла таврӑннӑ. Вӗсене аслисем кӗтсе илнӗ, пылак ҫимӗҫпе, йӑвапа тата хӗретнӗ ҫӑмартапа хӑналанӑ. Чи малтан пӳрте хӗрачасен кӗмелле пулнӑ. Ҫапла тусан кил хуҫисен ӗнисем тына ҫеҫ пӑруланӑ, сурӑхӗсем путексем кӑна туса панӑ имӗш. Чи малтан кӗрекен хӗрачана минтер ҫине лартнӑ. Вӑл шӑп ларма тӑрӑшнӑ. Хӗрачана кура пусма ларакан чӑх та хӑйӗн ҫӑмартисем ҫинче шӑп ларасса, нумай чӗп кӑларасса шаннӑ. Ватӑсем ачасене хӗвел ҫинчен хывнӑ юмах-халап каласа панӑ. Унтан кунӗпех чуччу ярӑннӑ, тӗрлӗ вӑйӑ вылянӑ. Ҫӑмартапа вылясси уйрӑмах хисепре пулнӑ. Выляса илнӗ ҫӑмартана ҫураки умӗн ана ҫине чавса хунӑ. Мӑнкунра чӑвашсем хурӑнташ-тӑвансем патне ӗрете ҫӳренӗ, тепӗр кунхине ваттисене асӑннӑ, ҫурта ҫутса кӗлӗ сӑмахӗсене каланӑ: «Паянхи кун ҫак яшка-ҫӑкӑра сирӗншӗн пӗҫернӗ, пурсӑрӑн та тутӑ ҫӳремелле пултӑр. Кил-йыша, выльӑх-чӗрлӗхе сыхлӑр, тӗрӗс-тӗкел усрӑр, пил тӑвӑр. Эпир сире асӑнатпӑр, эсир пире ан асӑнӑр, пире вӑхӑт ҫитмесӗр ан кӗтӗр. Умӑрсенче сӗт кӳлли пултӑр. Пӗр турам — пин турам, пӗр ҫӑк — пин ҫӑк пултӑр.

Турӑпа пӳлӗхрен ҫичӗ тӗслӗ тыр-пула ҫичӗ кӗлет тытмалӑхне, виҫӗ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхе виҫӗ карта тытмалӑхне, ывӑл-хӗрсене ырлӑх-сывлӑх памалӑхне тархасласа ыйтатпӑр. Мӑнкун ырлӑхӗсем ҫулталӑк тӑршшӗпе кайса ан пыччӑр. Пурнӑҫ яланах Мӑнкунри пек тулӑх та савӑк тӑтӑр».

Ваттисене асӑнса кӗрсен Кекен ялӗнче ҫакӑн пек юрӑсем шӑрантараҫҫӗ:

Ҫут ҫанталӑк пичӗпе
Ӑшӑ енне ҫаврӑнчӗ.
Вӑхӑт тараси ҫинче
Кун таврӑна пуҫларӗ.

Чӑваш йӑли-йӗркисем
Ҫутҫанталӑк йӗркипе
Кӗвӗленсе пыраҫҫӗ,
Черетленсе килеҫҫӗ.

Калӑм эрни — каялла,
Мӑнкун эрни — малалла.
Кун тӑршшӗпе ҫӗр тӑршшӗ
Акӑ часах танлашӗ.

Мӑнкун, Мӑнкун, Аслӑ кун
Пуриншӗн те савӑк кун.
Сӗм авалхи чӑвашсен
Ҫӗнӗ ҫулӗ вӑл, пӗлсем.

Мӑнкуна уявласси
Ӗлӗк-авалах пулнӑ.
Хӗвеле чыс тӑвасси
Кашни ҫын тивӗҫ пулнӑ.

Ача-пӑча ир-ирех
Хӗвеле чӗнсе илме
Тантӑшӗсемпе пӗрле
Ту ҫине чупнӑ тӳрех:

Чӑх ҫӑмарти — ҫаврака,
Хӗвеле асилтерет.
Сӗтел хушши — сарлака,
Пурне те вырӑн ҫитет;

Тӑвансене сӑйлани
Ыр кӑмӑла пӗлтерет.
Пурте пӗрле пурӑнни
Туслине-ҫке систерет.

«Тух, тух, хӗвел, тух, хӗвел,
Кӑвак пӗлӗте тух, хӗвел.
Шанкӑр уяр ту, хӗвел.
Ачу-пӑчу шӑнса кайрӗ.

Аслӑк ҫине илсе хур,
Ҫине витти витсе яр,
Хӗрлӗ кӗпе тӑхӑнтар,
Хӗрлӗ тутӑр ҫыхса яр,

Пылпа кулач сӗрсе пар,
Алла хӗрлӗ маття пар,
Хӗрли — сана, шурри — мана!
Ытти пурте — Мӑнкуна!»

Ҫапла ӗлӗк чӑвашсем Мӑнкуна юнкун пуҫланӑ та пӗр эрне уявланӑ. Чӑваш хушшинче вырӑс тӗнӗ сарӑлма пуҫласан вара чӑваш Мӑнкунӗ христиансен Пасхипе пӗр килме пуҫланӑ, вырсарникун ирттерме тытӑннӑ.

Мелания Никифорова
«Хыпар», 2011, ака, 7


 
Категорисем: Мӑнкун, Калӑм
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-04-07 11:03:48 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3816 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем